Сире Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ҫамрӑклӑх – кашни ҫын пурнӑҫӗнчи чи илемлӗ, чунра хаклӑ ӗмӗтсемпе ҫутӑ шанчӑк ҫуратакан, пирвайхи ҫитӗнӳсем тума тата ҫӗннине уҫма хавхалантаракан ытарайми вӑхӑт.
Пирӗн тӗллев – сирӗн ӑнтӑлӑвӑрсемпе пуҫарӑвӑрсене ырласа йышӑнасси, пултарулӑхӑрпа туллин усӑ курма тата пурнӑҫра сире хӑвӑр вырӑнӑра тупма пулӑшасси.
Эпир ҫамрӑксене пур енлӗ аталантарма пӗтӗм майсем йӗркелетпӗр. Пӗтӗмӗшле, хушма тата аслӑ вӗренӗве лайӑхлатма, студентсемпе тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакан ҫамрӑк ӗҫченсене хавхалантарма пулӑшакан витӗмлӗ йышӑнусем тӑватпӑр, ҫамрӑк предпринимательсемпе ҫамрӑк специалистсене патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтеретпӗр.
Республика хӑйӗн ҫирӗп тӗллевлӗ, халӑхӑмӑрӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан ӗҫ йӑли-йӗркисене ӑса хывса ҫитӗнекен ҫамрӑкӗсемпе тивӗҫлипе мӑнаҫланать. Эсир пултарулӑх ӗҫӗпе професси шайӗнчи аталанура ҫитӗнӳсем тӑватӑр, наукӑра, бизнесра, спортра пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫӗнтерӳсемпе палӑратӑр, общество тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫлатӑр.
Эпӗ хамӑрӑн юратнӑ республика пурнӑҫӗпе кӑсӑклансах тӑракан ҫынсене пурне те тав тӑватӑп.
Хисеплӗ туссем! Ӗмӗтленме, харсӑрланма ан пӑрахӑр, тӑрӑшуллӑ тата пуҫаруллӑ пулӑр, пур пек майпа вырӑнлӑ усӑ курӑр, хӑвӑр пултарулӑхӑра туллин уҫса пама тӑрӑшӑр! Яш-кӗрӗме хӑйӗн вӑйне шанма, мӗнпур ырӑ пуҫарура ӑнӑҫусем, юрату тата телей сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев
Дорогие юноши и девушки!
Поздравляю вас с Днём молодёжи!
Молодость – самый прекрасный период в жизни каждого человека, это время мечтаний, первых свершений и открытий.
Мы создаём благоприятные условия для всестороннего развития молодёжи. Поддерживаем ваши стремления и начинания, помогаем вам реализовать себя и найти своё место в жизни.
В Чувашии принимаются действенные решения, направленные на совершенствование общего, дополнительного и высшего образования, оказывается государственная поддержка молодым предпринимателям, молодым специалистам.
Республика по праву гордится своей целеустремлённой молодёжью, воспитывающейся на многовековых традициях народа. Вы делаете успехи в творческом и профессиональном развитии, в науке, бизнесе, культуре и спорте, реализуете социальные проекты.
Я выражаю признательность всем, кто неравнодушен к судьбе любимой республики.
Дорогие друзья! Мечтайте, дерзайте, творите, проявляйте инициативу, используйте имеющиеся возможности, реализуйте свой потенциал!
Желаю молодёжи веры в свои силы, удачи во всех добрых начинаниях, любви и счастья!
Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев
Официальный портал органов власти Чувашской Республики