14:55 17 мая 2016 г.
Манăн кукаçи, Яков Федорович Федоров, 1920 çулхи раштавăн 3-мĕшĕнче Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ Федор Андреевич Андреев Граждан вăрçине хутшăннă, анчах вăл хирĕçтăру лăпланиччен пурăнайман, 1922 çулта çапăçу хирĕнче вилнĕ. Кукаçи те вăрçăра çапăçнă. Ăна 1940 çулхи авăнăн 19-мĕшĕнче çар службине илнĕ, вăл Эстони ССРĕнчи Валка хули çывăхĕнчи 96-мĕш артиллери полкĕнче хĕсметре тăнă. 1941 çулхи çу уйăхĕн пĕр кунĕнче вĕсен полкне тревогăпа çĕкленĕ те Литва ССРĕпе чикĕленекен Германи границине илсе кайнă. Вĕсен чаçĕ чикĕрен 6 çухрăмра вырнаçнă пулнă. Салтаксем палатăллă лагерьте пурăнса Тăван çĕршыв хуралĕнче тăнă. 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыва пĕлтермесĕрех тапăнса кĕрсен пирĕн кукаçисен çарĕ тÿрех тăшмана хирĕç тăнă. Пĕрремĕш кунах çарсен пĕр-пĕрин хушшинче çыхăнусем пулман пулсассăн та, харсăррăн, юлашки патрон юлмиччен çапăçнă салтаксем, ютран килнисене тĕп тунă. Шел, хăйсем те нумайăн пĕтнĕ. Пирĕннисене нимĕçсем çавăрса илнĕ, çапах чĕрĕ юлнисем, ушкăнсем çине пайланса, шурлăхлă вăрман витĕр хамăрăннисем патне тухма тăрăшнă. Çапла кукаçи чĕрĕ тăрса юлнă.
Балти тинĕсĕ хĕррине çитсен вĕсене гражданла халăхпа пĕрле карап çине лартса Ленинграда ăсатма тытăннă. Тинĕсри карапа тăшман самолечĕсем атакăлама пуçланă, бомба ÿксе çурăлнă та карап темиçе пая арканнă, путнă. Пирĕн кукаçи те çав самантра пурнăçпа вилĕм хушшине лекнĕ, анчах вăл пĕтĕм вăй-халне пухса хăйне упраса хăварма тăрăшнă. Йывăç карапăн пĕр ванчăкĕнчен çакланнă. Çапла вăл 8 сехет уçă тинĕсре ишнĕ, ыр та, ăна хамăрăннисем асăрханă та çăлнă.
Малалла вăл Ленинград фрончĕн 128-мĕш артиллери бригадинче нимĕçсене хирĕç çапăçнă, 76 миллиметрлă пушкăна авăрлаканни пулнă. 1943 çулхи ака уйăхĕнче Волхов хули çывăхĕнчи юнлă çапăçусенче вăл йывăр аманнă, тăнне çухатнă. Тăна кĕрсен тăшман аллине тыткăна лекнĕ пуль тесе шухăшласа хăраса ÿкнĕ. Çапах ăна ку хутĕнче те ăннă _ çийĕнчех Ленинградри госпитале сипленме леçнĕ. Анчах блокадăри Ленинград _ выçлăхра, унта пурăнакансем çитменлĕхре асапланнă, юхан суранлисене сиплеме медицина хатĕрĕсем те пулман. Çавăнпа кукаçине аманнă ытти салтаксемпе пĕрле Ладога кÿлли урлă хывнă «Пурнăç çулĕпе» Пермь крайĕнчи Молотов облаç-ĕнче вырнаçнă 2571-мĕш номерлĕ эвакогоспитале ăсатнă.
Сывлнă хыççăн Яков Федоров Хĕвеланăç фрончĕн стрелоксен 199-мĕш дивизийĕн артиллеристсен 500-мĕш полкне лекнĕ. 1943 çулхи çурла уйăхĕнче кукаçи _ Я. Ф. Федоров _ пĕрремĕш çар наградине илме тивĕç пулнă. Акă приказран илнĕ йĕркесем: «Смоленск облаçĕнчи Носоново, Речица, Рисавы ялĕсене ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче дивизионăн 1-мĕш батарейинчи 2-мĕш номерлĕ оруди хĕрлĕармеецне Я. Ф. Федорова нимĕç оккупанчĕсене хирĕç харсăррăн çапăçнăшăн тата çар задачисене пурнăçлассинче ыттисене тĕслĕх кăтартнăшăн «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе наградăлас».
1945 çулхи пуш уйăхĕнче те Польшăрит Гданьск хулине илнĕ чухне манăн кукаçи хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Хаяр çапăçусем пынă вăхăтра, тăшман пульлисем çумăр пек çуса тăнă чухне те манăн кукаçи Мертвая Висла юханшывĕ урлă çыхăну хатĕрĕсене илсе каçас ĕçре çаврăнăçулăхпа паттăрлăх кăтартнă. Паром шыв урлă çÿремен чухне вăл йывăçран сулă туса çыхăну аппаратурине унпа юханшывăн тепĕр енне каçарнă. Çапла çыхăнăва вăхăтра йĕркелесе янă. Яков Федоровичăн кăкăрĕ çинче кĕçех Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ çуталса кайнă.
Çĕнтерĕве пирĕн çывăх çыннăмăр Германи çĕрĕ çинче кĕтсе илнĕ.
Вăрçă хыççăн вăл кунти Магдебург хулинче тĕпленнĕ стрелоксен 52-мĕш дивизийĕн штабĕн приказсем йышăнакан фельдъегерĕ пулса службăра тăнă. Тăван ене 1946 çулхи утă уйăхĕнче çаврăнса çитнĕ. Ăна амăшĕ тата юратнă хĕрĕ тĕрĕс-тĕкел кĕтсе илнĕ. Çав çулхи кĕркунне вĕсем манăн кукамайпа пĕрлешсе çемье çавăрнă, тăватă ача ?Валя, Петя, Галя, Нина/ çуратса ÿстернĕ.
Яков Федорович чылай вăхăт «Красный партизан» колхоз бригадирĕнче ĕçленĕ.
Пенсине тухсан мăнукĕсене воспитани парса ÿстерме пулăшнă. Пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе уринче тăрса юлнă снаряд ванчăкĕсене йăтса çÿренĕ. Суранĕ ыратнă, юхăнса асаплантарнă, анчах вăл нихăçан та нăйкăшман _ тÿснĕ. Чăтăмлă салтак, чăн-чăн артиллерист тата патриот _ пирĕншĕн чăн-чăн тĕслĕх.
Кукамайпа Пелагея Андреевна Андреевăпа та мăнаçланма пулать. Вăл _ тыл ĕçченĕ, унăн çамрăклăхĕ вăрçă вăхăчĕпе тĕл килнĕ, хура-шурне çителĕклех тутаннă пулсассăн та чăн чăваш хĕрарăмĕн сăпайлăхĕпе ĕçченлĕхне кăтартнă, хăйĕн ăшпиллĕхĕпе ырă кăмăлне ĕмĕр тăршшĕпех ачисемпе мăнукĕсене парнеленĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă паттăрсем ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн чĕрере.
Александр ИЛЛАРИОНОВ.
АУ "Редакция Ибресинской районной газеты "Сентерушен" ( "За победу")